назв. моленья с жертвоприношением. Магн. М. 49. Ст. Шаймурз. Хĕрт-сурт пăтти те (жертву) параттăмăр. КАХ. Кашни çул хĕлле пирĕн хĕрт-сурт пăтти, чӳклеççĕ. Хĕрт-сурта ал ĕçне тума пулăшат, теççĕ. Тата кил-йышне пăхса усрат, теççĕ. С. Тим. Амин, хĕрт-сурт ячĕпе çичĕ тĕслĕ тырă-пулăшăн хĕрт-сурт пăтти çемье хĕрт-чĕпеле (так!) чӳклетпĕр. Турăран ырлăх çиттĕр; этемрен сиплĕх çиттĕр. (Начало моленья „хĕрт-сурту“). НТЧ. Хĕрт-сурт пăттине яланах çĕнĕ тырă-пулăпа чӳкленĕ хыççĕн (= хыççăн) чӳклеççĕ. Ăна чӳклеме виçĕ çатма йăва, тăхăр юсман, пилĕк пашалу тата пĕр хуран пăтă пĕçереççĕ. Çапла калаççĕ: „Эй, хĕрт-сурт, ман йышăма ырлăхне-сывлăхне пар, шăкăлтатса пурăнмалăхне пар, ĕрчемелĕхне пар, тĕпеле кин пар, ялăк патне кĕрӳ пар, ача-пăчаллă, ывăллă-хĕрлĕ ту... пӳрт никĕсне питĕ ту, чӳк, çырлах“... Вара чӳкленĕ пăттипе йăвине, пашалуне пур йышĕпе ларса çиеççĕ. Хурантине чӳклемен пăттине, йăвине, пашалуне ăрасна чашăк çине антарса лартаççĕ. Каç пулсан кăмака умне пĕчĕк сĕтел улăхтарса лартаççĕ, ун çине пăттине...
Çавăн пекех пăхăр:
хĕрсен сухалĕ хĕрт хĕрт сут Хĕрт-сорт амăшĕ « хĕрт-сорт пăтти » хĕрт-сурт хĕрт-сурт тӳпи хĕрт-сурт чӳкĕ хĕрт-сут пăтти хĕртĕн